НО "Фонд капремонта"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Некоммерческая организация "Республиканский фонд капитального ремонта многоквартирных домов"

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

      ВНИМАНИЮ СОБСТВЕННИКОВ!

      30 декабря 2017 года официально опубликовано постановление Кабинета Министров Чувашской Республики от 30.12.2017 № 588, согласно которому в Республиканскую программу капитального ремонта общего имущества в многоквартирных домах, расположенных на территории Чувашской Республики, на 2014-2043 годы, дополнительно были включены многоквартирные дома. (см. подробнее)

Видеоновости » Канашра тĕп юсав программипе 28 çурт çĕнетĕç

29 мая 2018 г.

Кăçал ятарлă программăпа республикăра 252 нумай хваттерлĕ çурт юсама палăртнă.  Бюджетра хушма укçа-тенкĕ тупăнни çак йыша тепĕр 83 пÿрт кĕртме май панă. Çапла, 2018 çулта Чăваш Енре 1 миллиард ытла тенкĕлĕх юсав тăвĕç. Ĕç кал-кал пырать. Канашра, сăмахран, графикрен те иртсе кайнă.

Ленин урамĕнчи 50-мĕш çуртра ĕçе палăртнинчен маларах вĕçленĕ. Пÿрт тăррине çĕнетессе çынсем тахçантанпах кĕтнĕ. Юсанă çивитти текех  хваттерсене çумăр ямĕ. Ку урамри чылай çурта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тунă, тĕпрен пĕрре те юсаман. «Ăшă, çутă тытăмĕ те кивелнĕ, анчах çурт тăррине юсамасăр ытти ĕçе пуçăннин усси пулмĕ», - теççĕ Строительство министерствинче ĕçлекенсем. Мĕн палăртнине вара, чăрмавсем сиксе тухмасан, паха та вăхăтра туса пĕтересшĕн.

Чăваш Енре программа 5-мĕш çул ĕçлет. Çак тапхăрта Канашра 95 çурт тĕпрен юсанă. Кăçал черетре тепĕр 28-шĕ. Вĕсен йышĕнче Фрунзе урамĕнчи 9-мĕш çурт та. Унăн тулашне юсаса çĕнетнĕ. Çынсене кивелнĕ тăрă аптратса çитернĕ. Ăна кăçал улăштарĕç.

Уйăрнă укçапа перекетлĕрех усă курсан, программăна ытларах çурта кĕртме пулĕ. Сăмах май, тĕп юсав фондне укçа хывасси аван пулса пырать хулара.

Апла пулин те парăм пысăк.  Канашра паянхи куна çынсем 28 миллион тенкĕ тÿлесе татман. Çак укçа вара тепĕр 50 çурта тĕпрен юсама çитĕччĕ.

Подробнее...

Канашра тĕп юсав программипе 28 çурт çĕнетĕç
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 Skype: remfond21

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
428003, ЧУВАШСКАЯ РЕСПУБЛИКА - ЧУВАШИЯ, ЧЕБОКСАРЫ ГОРОД, ЭНГЕЛЬСА УЛИЦА, 42"А"
Телефон: 8(8352)55-56-00
Факс: 8(8352)57-04-98 после ответа набрать еще 88
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика